Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ иксӗлми. Ҫепӗҫ юрри-кӗвви, ӑса вӗрентекен сӑмахӗсем, ырӑ сунса каланӑ халап-пехил, халӑхӑн чипер йӑли-йӗрки. Ҫамрӑк ӑру ҫивӗч ӑс-хакӑллӑ ӳссе ҫитӗнтӗр, ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫчен пултӑр тесе, аслӑ ӑрусем сӗм авалтанпах нумай вӑй хунӑ, пайтах тӑрӑшнӑ. Ачисем йышлӑ пулсан та ашшӗ-амӑшӗ, ваттисем пурне те ӑс пама, ӗҫе хӑнӑхтарма вӑхӑт тупнӑ, таса кӑмӑл-туйӑмлӑ ӳстернӗ. Ача, ӳссе пынӑ май, малашнехи пурнӑҫ валли пӗр-пӗр юратнӑ ӗҫ суйласа илнӗ, ҫав ӗҫре хӑйӗн пултарулӑхне, ӑсталӑхне туптанӑ.Чӑвашсем хушшинче ларма ларасси мӗн ӗлӗкренех йӑлана кӗнӗ, ҫамрӑксен ӗҫе вӗренмелли шкулĕ пулнă вăл. Лармара хӗрсем ытларах ал ӗҫӗ тунӑ. Вӗсем ҫип арланӑ, чӑлха-нуски ҫыхнӑ, тӗрӗ тӗрленӗ. Каччӑсем вара ҫӑпата хуҫнӑ, вӗрен-кантра явнӑ, хӑмӑт-пӑяв ӑсталанӑ. Ӗҫленӗ май ҫамрӑксем шӳтленӗ, кулнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Пӗр тӗрлӗ ӗҫ тусан, канса илмелле тенӗ пек, алла теприне тытнӑ. Ылмаштармалли ӗҫ ытларах вӑйӑ евӗр пулнӑ. Пӗри мӗн те пулин пӗлмесен, ыттисем ӑна мӗнле тумаллине кӑтартнӑ, пулӑшнӑ, ӑс панӑ. Çакăнта пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксен тӗп тӗллевӗ ӗҫ тӑвасси пулнӑ. Паянхи кун эпир ҫак ӗлӗкхи «пурнӑҫ шкулне» манса пынӑ пирки ӗнтӗ ачасене ӗҫе юратма вӗрентейместпӗр, хӑйсен пурнӑҫри ҫулне тупма пулӑшаймастпӑр, ҫавӑн пек ан пултӑр тесен, пирӗн тӑван халӑх ку енӗпе ӗмӗрсем хушши пухнӑ пуянлӑхпа вырӑнлӑ усӑ курмалла, паянхи пурнӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем пӑхса ӳстермелле. Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май Мăн Явăш шкулĕнче вĕренекенсем ялти библиотекăра хăйне май «лармара» пулчĕç. Вĕсене «Выла» фольклор ушкăнне çÿрекенсем тĕрлĕ ал ĕçĕпе паллаштарчĕç. Çăм арласси, тĕрĕ тĕрлесси, алса-чăлха, чĕнтĕр çыхасси - хальхи ачасемшĕн пĕлнĕ ĕçсемех мар иккен. Çавăнпа та каласа панисене кăсăклансах итлерĕç вĕсем. Çав хушăрах «Выла» ушкăн артисчĕсем ĕлĕкхи юрăсене юрласа кăтартрĕç. «Ларма» ачасемшĕн питĕ интереслĕ иртрĕ. Тавах Скворцова Л.Н. библиотекаре пире çакăн пек тĕл пулу йĕркелесе панăшăн.