Чăваш чĕлхипе литература эрни пырать. 6,8 классенче вĕренекенсем „Иван Яковлев çамрăксен чĕринче ” фильм пăхрĕç. Чăваш хресченĕсем И.Я. Яковлева „çутта кăларакан”, „ăс паракан”, „пирĕн ырă çыннăмăр” тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. „Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ”, „чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ” тенисем халичченех упранса юлнă. Хресченсем ун патне хăть хăçан та хăйсен ыйтăвĕсемпе пыма пултарнă. И.Я. Яковлев ĕçĕ пысăк ĕç, аслă ĕç пулнă, вăл ĕç пусмăр айĕнче пурăннă чăваш ĕç халăхне наци тĕлĕшĕнчен çĕкленме пулăшнă. „Эпĕ çак питĕ ырă кăмăллă, тăнăç чунлă çынсем хушшинче çуралса, вĕсен хĕн-асаплă пурнăçне ачаллах курса вĕсен шăпи тата пуласлăхĕ пирки шухăшламасăр тăма пултарайман... Вĕсен тертлĕ, чурари пек кун-çулне курни тăван халăх епле асапланни пирки тарăн шухăша яратчĕ”, - тенĕ И.Я. Яковлев. Вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев тăван халăхшăн мĕн-мĕн тунине аса илчĕç, хăй вăхăчĕшĕн çак ĕçсем питĕ йывăррăн иртнине шута илчĕç. Вара хăйсемех çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: И.Я. Яковлев чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе, çул уçса панипе, кĕскен каласан, пурăнма вĕрентнипе кĕрсе юлнă. Ахальтен мар унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан çул анлăрах сарăлса пырать.