Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче

Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунне уявлама тытăнни икĕ çул çеç-ха. Анчах та уяв аталансах пырать. Мăн Явăшри тĕп шкулти шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕпе пуçламăш класра вĕренекенсем те паян çак уява уявлама пуçтарăнчĕç.  Кунта ачасен ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе чăваш тĕррисен куравне йĕркеленĕ. Куравра авалхи тĕрĕллĕ сурпанпа масмаксенчен пуçласа паянхи тĕрĕсем те вырăн тупнă. Ачасем çак ĕçсемпе кăсăкланса интересленчĕç. Уяв пуçламăшĕнче чăваш тĕррин историйĕ, илемлĕхĕ, асамлăхĕ, пĕлтерĕшĕ  çинчен пуçламăш классене Иванова Л.А. вĕрентекен каласа пачĕ. Тăван тавралăх урокĕсене вĕрентекен Яковлева С.А. хĕр ачасене ачаранах тĕрĕ тĕрлеме вĕрентни çинчен ăнлантарса пачĕ.  Уявра хăнасем те пулчĕç. Ял вулавăшĕн библиотекарĕ Скворцова Л.Н. ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе паллаштарчĕ, ĕлĕкхи тĕрĕ вырăнĕпе тĕрĕ тĕрлесе кăтартрĕ. „Выла” ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Михайлов М.А. илемлĕ чăваш юррисене купăспа шăрантарчĕ. Уяв ачасен асĕнче паллă йĕр хăварчĕ.