Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать.
9-мĕш класс ачисем паян „Чунпа та, чĕрепе те эп чăваш” сочиненисен конкурсне
хутшăнчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче вĕренекенсем тăван чĕлхе, Тăван çĕр-шыв, чăвашлăх
çинчен мĕн шутланине палăртма тăрăшрĕç.
Мĕн тĕрлĕ халăх, мĕн тĕрлĕ çĕр-шыв çук
пулĕ çĕр çинче? Çапах та маншăн чи
юратни, чи хакли – тăван чĕлхе, тăван халăх, тăван атте-анне. Тăван чĕлхепе
калаçса эпир хамăр шухăш-туйăма палăртатпăр, кăмăла çĕклетпĕр.
Тăван чĕлхине юратман çын ашшĕ-амăшне те
юратма пултараймасть тесе шутлатăп эпĕ. И.Я.Яковлев пирĕншĕн, чăвашсемшĕн,
нумай ĕçленĕ. Пирĕн унпа мухтанмалла,
вăл каланисене асра тытмалла.
Ачана пĕчĕкрен
тăван чĕлхепе калаçма вĕрентмелле тесе шутлатăп. Эпĕ 9-мĕш класа çитрĕм. Вырăсла тĕрĕс, яка калаçма, çырма пултаратăп, ют чĕлхесене вĕренме тăрăшатăп.
Маншăн чи хакли, çапах та, чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе. Вăл питĕ илемлĕ, янăравлă.
Ман чăвашах пулас килет. Чăвашлăх нихăçан та çĕр çинчен ан çухалтăр.
Яна Ермакова
Эпĕ – чăваш ачи.
Атте те, анне те манăн чăваш. Мана вĕсем „сăпкара” чухне чăваш юррисемпе
йăпатнă. Мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине питĕ юрататăп эпĕ. Мана йывăртарах калаçма,
анчах та эпĕ тăрăшатăп. Тăван сăмах хуть те камăн кăмăлне те çĕклет тесе
шутлатăп. Эпĕ чăваш юррисене итлеме юрататăп. Анне те манăн чăваш юррисене
итлет. Вĕсем çепĕç, чуна пырса тивеççĕ. Ман шутпа, тăван чĕлхене хисеплени вăл
тăван халăха хисеплени пулать.
Елена Кузьмина
Эп чăваш ачи пулнишĕн савăнатăп. Мĕн
пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕреннĕ. Маншăн чăваш чĕлхи – тăван халăх чысĕ,
хăвачĕ. Атте-аннене юратмасăр çĕр-шыва
юратма çук. Хамăр тăван чĕлхене асра тытмалла, малалла аталантарма тăрăшмалла. Хамăр
килтен аякра ăçта та пулса тăван чĕлхепе калаçнине илтсен чун савăнать.
Тăвансене мĕнле хаклатпăр, тăван чĕлхене те çапла хакламалла. Чăваш чĕлхи –ман
тăван чĕлхе. Тăван чĕлхене упрамалла. Малалла та пурăн, янăра эсĕ, ман тăван
чĕлхем, юратнă чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи!
Алексей Семенов
Мĕн-ши вăл маншăн тăван чĕлхе? Тăван чĕлхе
вăл – асаттепе асанне, атте-анне чĕлхи, эпĕ калаçакан чăваш чĕлхи.
Никита Тихонов
Эпĕ Чăваш Рĕспубликинче çуралса ÿснĕ.
Тăван ен маншăн – чи илемлĕ вырăн çĕр çинче. Эпĕ чăваш чĕлхине питĕ юрататăп.
Çавăнпа та хама эпĕ чунпа та, чĕлхепе те чăваш тесе калама пултаратăп.
Виолетта Павлова
Эпĕ Чăваш çĕр-шывне питĕ юрататăп.
Чăвашсен чаплă та паллă çыннисем питĕ нумай. Эпĕ уншăн савăнатăп. Ман тăвансем
пурте чăвашла калаçаççĕ. Маншăн та ку чĕлхе – тăван чĕлхе.
Николай Кокорев
Эпĕ питĕ юрататăп хамăн тăван çĕре, тăван
чĕлхене. Тăван ялтан, тăван кĕтесрен хакли, пахи нимĕн те çук. Пирĕн тăван
чĕлхе, йăла-йĕрке, юрă-ташă, сывлăх, пурлăх – пурте тăван çĕрпе çыхăннă.Тăван
çĕр пире ÿстерет, пурăнма вăй-хал парать.
Ксения Морозова
Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ
пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Вăл пулăшнипе эпир пурнăçа
ăнланатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Тăван чĕлхе – халăхшăн чи хакли. Тăван
киле, тăван çĕре, çывăх çынсене ас тутарса тăраканни. Тăван чĕлхене упрасси чи
малтанах çемьерен, атте-аннерен килет.
Чăваш çынни ниçта та хăй ятне яман. Пирĕн
те çапла пуласчĕ.
Галина Леонтьева