Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырасси халĕ
йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Эпир те, Мăн Явăш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем,
кăçал та çак юхăма хутшăнмасăр юлас мар тесе шутларăмăр. Яланхи пекех чăваш
чĕлхипе литература пÿлĕмне пуçтарăнтăмăр, çырма хатĕрленсе лартăмăр. Малтанхи
çулсенче хамăр туйăмсене çав тери пăлханса та шавлă палăртаканччĕ, халĕ вара
лăпкăн шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр. Хăнăхрăмăр пулмалла, яланхи ĕç пек туйăна
пуçларĕ-ши? Диктантне хăнăхатпăр пулсан та теми кашни çул çĕнни, яланах
актуалли. Кăçалхи текст ячĕ – „Уçлăхра – икĕ космонавт”. Кашни халăхăн манăçми
ывăл-хĕрĕ пур. Пирĕншĕн вара çĕр-шыв чапне çĕклекенĕ, хăйĕн ятне тĕнче
историнче ылтăн сас паллисемпе çырса хăвараканĕ – Андриян Григорьевич Николаев.
Вăл пирĕншĕн тем пекех хаклă. Андриян Николаев -
чăн-чăн Çăлтăр. Вăл чăннипех те çак ята тивĕç, пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла
пăхтарма пуçлаттарнă А.Г.Николаев вĕçевĕсем. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă
ĕçсен, халăхсен хушшинчи туслă-усăллă çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл. Унăн ячĕ нихăçан
та манăçмĕ, вăл çутнă Çăлтăр нихăçан та сÿнмĕ.