Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ



Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Чӑваш тӗрри
Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, –
Унта пин-пин ҫулсен йӗрри,
Унта хӑват илет ҫӗнни,
Ҫынсем ӗмӗртенпе кӗтни.

Мӗнле хитре чӑваш тӗрри,
Ун курӑнмасть вӗҫӗ-хӗрри.
Унта асамлӑ ҫӑлкуҫсем,
Илемлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрсем.

Мӗнле чипер чӑваш тӗрри,
Унта маттур хӗрсен ҫӗрри.
Унта шур хурӑнсен ӗшни,
Унта шур акӑшсем вӗҫни.

Мӗн авалтан чӑваш тӗрри
Хӗвеллӗ, хӳхӗм ҫав тери.
Унта тӑван ял-йыш сасси,
Хирти ака-суха касси.

Мӗнле хитре чӑваш тӗрри, –
Унта ҫынсен хӗрӳ чӗри,
Яш-кӗрӗмсен паха парни,
Ҫӗр-шыв анне ҫунат сарни.

Мӗнле пуян чӑваш тӗрри, –
Унта пин-пин ҫулсен йӗрри.
В. Давыдов-Анатри