Çитрĕ, çитрĕ Сурхури

Çитрĕ, çитрĕ Сурхури

Ай, Сурхури, Кĕркури!

Пирĕнтен тухнă йăла мар.
Эпир чупса çÿретпĕр...
Ме-е-ек, Сурхури.
Сурхури ĕлĕк-авал „Сурăх ыррине” (сурăх туррине) асăнса, выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс пăхса усранăшăн тав туса ирттернĕ уяв пулнă. Каярах чăвашсем çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçласан çав уяврах туррисене тырă-пулăшăн та тав тума тытăннă. Унтан Сурхурие кун таврăннине палăртса, Çĕнĕ çула кĕтсе уявланă. Юррисем Çĕнĕ çул ячĕпе килĕрен саламласа çÿремелли юрăсем пулса тăнă. Ку юрăсене юрлама ачасем ушкăнăн – ушкăнăн пухăннă. Вĕсене сурхури ачисем тенĕ. Урам тăрăх çÿресе килтен киле кĕрсе юрланă. Сурхури ачисене кашни килте кучченеç – кукăль, çу мăйăрĕ, шÿтерсе ăшаланă пăрçа, мăйăр е урăххи те панă. Ачасем кучченеçне ыйтма хăйсем те именсе тăман, хыт кукарсене питленĕ. Ку уяв юррисен тĕп шухăшĕ – хресчене сурхурирен сурхуриччен тулăх пурнăç, карта тулли выльăх-чĕрлĕх, сак тулли ача-пăча, кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă сунасси пулнă. Уяв каç çамрăксемпе ача-пăча сурхури вăййисем вылянă, юмăç янă.
Хальхи çамрăксене те çак уявпа паллаштарас, чăваш культурин пуянлăхне кăтартас, ăна упрама, наци тивĕçне хаклама вĕрентес тĕллевпе Мăн Явăш тĕп шкулĕн 5-8-мĕш класĕсенче вĕренекенсене Сурхури уявне ирттернĕ çĕре явăçтарчĕç. Паянхи „Çитрĕ, çитрĕ Сурхури” уявра Сурхури уявĕн историйĕпе паллашрĕç. Ун çинчен вĕсене Васильева Т.М. тата Яковлева С.А. вĕрентекенсем каласа пачĕç. Малалла Мăн Явăш ял библиотекинче ĕçлекен Григорьева Л.В. юмăç янин тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ Сурхури каçĕсенчен пуçласа Кăшарниччен юмăç янă, çĕнĕ çулта мĕн пулассине пĕлме тăрăшнă. Çулталăка мĕнле пурăнса ирттересси хĕрсемпе каччăсене питĕ кăсăклантарнă вĕт-ха. Çавнашкалах библиотека ĕçченĕ пурне те Пирĕшти тума вĕрентрĕ. Ун хыççăн вара Кокорева Т.Д. советник ертсе пынипе ачасем Сурхури йăлин сăвви-такмакĕпе, кулăш- хавасĕпе киленчĕç, вăйăсем вылярĕç. Питĕ хаваслă иртрĕ Сурхури уявĕ.