Чăваш прозин аксакалĕ

Чăваш прозин аксакалĕ

 Чăваш халăх писателĕ Георгий Васильевич Краснов çуралнăранпа кăçал 86 çул çитрĕ. Георгий Краснов çыравçă 1937 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Сăр шывĕн таппинче – Етĕрне хутлăхĕнчи Йĕрĕхкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Г.В. Красновăн „пиçсе çитнĕ“ малтанхи сăввисем Çĕрпÿ райхаçатĕнче 1953 çулта пичетленеççĕ. Каярахпа очеркĕсемпе калавĕсем республика хаçачĕ семпе журналĕсенче курăнма тытăнаççĕ. 1969 çулта ăна СССР Писательсен союзĕн членне йышăнаççĕ. Вăл тĕрлĕ жанрпа çырнă 30 ытла кĕнеке авторĕ. Вĕсен шутĕнче 10 роман. 50 çул тултарнă тĕле Георгий Краснов писателе Чăвашра кăна мар, ытти вырăнсенче те пĕлекен пулса çитнĕ. Георгий Васильевич Краснов – паллă çыравçă, чăваш халăх писателĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, „Слакпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ”, „Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ”, ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пысăк романсемпе повеçсен авторĕ.1970 çулта писатель „Çурçĕрччен – çур сехет” ятлă пĕрремĕш пьеса çырать. Ăна çамрăксен театрĕнче 5 çул хушшинче 400 хут лартаççĕ. Ун хыççăн пьесăсем,телепьесăсем, либреттăсем, комедисем ăнăçлăн çырăнаççĕ. Çыравçă 30 ытла радиопьеса авторĕ. Г.В. Краснов тăван литературăна нумай талантлă хайлавпа пуянлатрĕ. Шел пулин те, вăл 2012 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче, пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ. Писатель вилнĕ пулин те унăн ĕçĕсем пурăнаççĕ. Хамăр ентеше эпир манмастпăр. Çуралнăранпа 86 çул çитнĕ тĕле шкулта унăн кĕнекисен куравне йĕркелерĕмĕр, шкул музейĕнче ăна халалланă стенд пур, коридорта та тепĕр стенд çакăнса тăрать. Ачасемпе Георгий Васильевича асăнса „Чăваш прозин аксакалĕ” литература каçне ирттертĕмĕр. Уява Мăн Явăш ял библиотекарĕ Григорьева Л.В. та хутшăнчĕ. Вăл ачасене писатель хамăр тăрăха епле юратни, час-часах килсе çÿрени, çырусем çырни çинчен каласа пачĕ. Унăн хайлавĕсенче ахаль мар çак тăрăхри çынсен ячĕсем, вырăн ячĕсем йышлă. Тăван Ен культурине вĕрентекен Яковлева С.А. вара Г.В. Красновăн биографийĕ çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Вăл хăй те Йĕрĕхкасси ялĕнчен. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Т.М. ачасене шкул архивĕнче упранакан алăпа çырса пынă „Çамрăк литератор” журналпа паллаштарчĕ. Ку журнала 1950 çулта ачасем çырнă сăвăсем кĕнĕ. Унта Георгий Красновăн сăввисем те пур. Хăшне-пĕрне вуласа та пăхрăмăр. Мероприятие писателĕн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне Яковлев Андрей çырнă „Хамăрьялсем” сăвăпа пĕтĕмлетрĕмĕр.
Малалла ăнтăлан чунĕпе,
Çĕр-шыва ус кÿрен ĕçĕпе
Юлчĕ пирĕн пин-пин чĕрере,
Юлчĕ пирĕн асра ĕмĕре!