Тăван чĕлхе – анне чĕлхи

Тăван чĕлхе – анне чĕлхи



Тăван чĕлхе – анне чĕлхи
Тӑван чӗлхене суйламаҫҫӗ.
Суйлас пулсан та ӑна
Эпӗ илӗттӗм суйласа
Чӑваш чӗлхийӗ – сана.
Раиса Сарпи
Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери халăхсен тăван чӗлхе кунӗ. Тăван чĕлхе – халăх пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывсен культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать. Тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарас тĕллевпе Мăн Явăш шкулĕнче „Тăван чĕлхе – анне чĕлхи” уяв каçĕ иртрĕ. Ачасене ертсе пыракансем тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Хальхи вăхăтра чĕлхесене упрас ыйту питĕ çивĕччĕн тухса тăрать. ЮНЕСКО шучĕпе, тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Чăваш чĕлхи те хăрушлăхра. Вĕсене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ те. Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем çакна „Катюша” юрра 40 чĕлхепе юрланине итлесе ăнланчĕç. Тăван чĕлхе шăпи те тимлĕрех пулма хистет. „Амăшĕн чунĕ” юрă вара шухăша ячĕ. „Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи” юрра итленĕ хыççăн хамăр чĕлхене юратнине палăртса ачасем тăван чĕлхепе сăвăсем вуларĕç. Чăваш чĕлхине вĕрентекен Васильева Т.М. те хăй çырнă сăвăпа паллаштарчĕ, чĕллхен пуласлăхĕ хамăртан килнине палăртрĕ. Мăн Явăш ял вулавăшĕн ĕçченĕ Л.В. Григорьева ертсе пынипе вĕренекенсем грамматика вăййисем вылярĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Людмила Владимировна та тăван чĕлхене юратма, упрама чĕнсе каларĕ. Тăван Ен культурине вĕрентекен Яковлева С.А.чĕлхесем пĕтесси патне çитсе тухнин сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренекенсемпе ачасене дискуссиех кĕртсе ячĕ. Пĕр шухăшлă пулса пĕтĕмлетÿ турăмăр: тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ, апла пулсан пирĕн тивĕç те. Уяв каçĕн вĕçĕнче вара пурте пĕрле „Илемлĕ...” юрă шăрантартăмăр.