Ырă çын пул

Çулсерен ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ аслă вĕрентекенĕн, чăваш халăхне çутта кăлараканĕн – Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне паллă  тăвать. Кăçал вăл çуралнăранпа 175 çул çитет. И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн питĕ нумай тăрăшнă. Унăн ячĕ  манăçа ан тухтăр, вăл вĕрентсе каланисем асра юлччăр тесе Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти пуçламăш класри ачасем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттереççĕ. Чи малтанах вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата унăн вĕрентĕвĕсемпе паллашрĕç, халалĕсене вуласа тухрĕç.  Вĕсем аслă вĕрентекен ачасене ырă çын пулма, лайăх вĕренме чĕнсе каланисене ăша хываççĕ. Яковлевăн калавĕсемпе, юмахĕсемпе ачасем шкула килсенех паллашма пуçлаççĕ. Çак калавсене вуланă хыççăн ачасем  унта вĕрентсе каланисене ас туса юлма тăрăшаççĕ, хăйсен тавракурăмне анлăлатаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте çырнă пулсан та çак халалсем паян та питĕ вырăнлă.