Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине
халалласа пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5 класс ачисем И.Я.Яковлев хайлавĕсене вуласа
сÿтсе яврĕç. Мĕнпе илĕртеççĕ-ха унăн калавĕсем? Вĕсем ĕçе юратма, аслисене
хисеплеме, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ. Ачасен мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса ĕçчен
çынсем пулма вĕренсе пымалла тени унăн чылай калавĕсен тĕп шухăшĕ пулса тăрать.
Кирек мĕнле ĕçе те майне пĕлсе тумаллине И.Я.Яковлев „Кулачă” калавра палăртать.
Халăхсен пĕр-пĕринпе туслă пулмаллине, пĕр-пĕрне хисеплемеллине „Пулă сĕрни”
калавра вĕрентсе çырса парать. „Суеçĕ”, „Кăлăх тавлашакансем” калавсем
пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ. „Чăлха çыхни”,
„Кахалпа юлхав” калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас
тĕллев палăрать. Чăвашсем авалтанах вăрă таврашне юратман. Ялсенче вăрăпа тытнă çынна калама çук
вăйлă намăслантарнă. „Çухалнă укçа тупăнни” хайлавра автор вăрă ĕçĕнчен
пăрăнмалли, чыса ачаран упрамалли çинчен каланă. „Йăлăнтарни” калав та пысăк
пĕлтерĕшлĕ. Вăл çынăнне хапсăнмалла мар тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет.