Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи

Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи



Чăваш чĕлхи эрни пуçланнă май, Мăн Явăшри пĕрремĕш класри ачасем „Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи” класс тулашĕнчи мероприятие пуçтарăнчĕç. Ачасен тавракурăмне ÿстерес тĕллевпе класс руководителĕ  А.Н.Яковлева ĕмĕрсем хушши аталанса пыракан чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе паллаштарчĕ. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул тултарнине халалласа, чăваш халăхне çутта кăларакан, пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕн пурнăçĕ çинчен  шкул ачисем видеофильм пăхрĕç. Хыççăн  ачасем валли çырнă юмахĕсемпе калавĕсене  вуланине итлерĕç. И.Я.Яковлев çырнă калавĕсемпе юмахĕсем çынна пурнăçра ырă тума, тăрăшса ĕçлеме вĕрентеççĕ. Халĕ те шкул ачисем вулама – çырма чăваш букварĕ тăрăх вĕренсе пыраççĕ.Чăваш чĕлхи пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă та ырă ятлă. Çавăнпа та вăл пуян, илемлĕ, янравлă та çепĕç, ырă та асамлă.