Чăваш Республикин патшалăх символĕсем

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем



Чăваш чĕлхи эрни пырать. Хамăр Патшалăх символěсене хисеплени Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн патриотла тивěçě пулнине ăнлантарас тěллевпе 7, 8 классенче «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» калаçу урокĕ иртрĕ. Кашни патшалăхăнах хăйěн символěсем пур. Вěсен шутне герб, ялав тата гимн кěреççě. Çак  символсем  патшалăхăн хăй евĕрлĕхне палăртаççĕ. Вĕсен  элеменчěсем халăх пурнăçěн тата ăс-хакăлěн енěсене çутатса параççě.  Чăваш Республикин символěсене республикăн Аслă Канашě 1992 çулхи ака уйăхěн 29-мěшěнче çирěплетнě. Чăваш  Республикин ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ пирĕн халăхăн яланхи чи пĕлтерĕшлĕ хаклăхĕсем,  унăн нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕ, хăйне евĕрлĕ культури, пуян йăлисем ҫинче никĕсленеҫҫĕ. Патшалăх символĕсем официаллă мероприятисен тĕп атрибучĕсем кăна мар, вĕсем тăван тăрăхăн хăйне евĕрлĕхне сăнарлаҫҫĕ, Раҫҫей Федерацийĕн мĕн пур регионĕсенчи йăхташăмăрсене пĕрлештерекен татăлми ҫыхăну пулса тăраҫҫĕ. Урокра ачасем малтан Чăваш патшалăх символĕсем çинчен презентаци  пăхрĕç. Презентацие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Т.М. хатĕрленĕ,  „Чувашии символы родные” ятлă вăл. Ку презентацире патшалăх символĕсен ĕмĕре тăсăлакан историйĕ куç умне тухса тăрать. Ялавпа Герб авторĕ Элли Юрьев çинчен каласа панине тимлĕн итлерĕç.   Чăваш Республикин Патшалăх гимне аса илчĕç, итлерĕç, авторĕсем çинчен калаçрĕç. Ун хыççăн «Эсир Чăваш Республикине пĕлетĕр-и?» викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç.