Чăваш халăхĕшĕн Иван Яковлевич Яковлев
чăннипех те нихăçан манăçми çын. Вăл - чăваш алфавитне никĕсленĕ, букварьне
хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах вĕрентекен те, ăсчах та, çыравçă та пулнă. Кăçал
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине чăваш халăхĕ çеç мар, пĕтĕм Раççей
халăхĕ паллă тăвать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çамрăк
ăрăва паллаштарма шкулта «Чăн-чăн Улăп» курав йĕркелерĕмĕр. Ку куравра И.Я. Яковлевăн аса илĕвĕсем,
вăл каланă ăслă сăмахсем, унăн биографийĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕ, сăн
ÿкерчĕксем, вĕрентекенĕмĕр çинчен çырнисем вырăн тупнă. Кунтах И. Я.Яковлев çинчен юлашки вăхăтра чăвашла е вырăсла пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекесем. Курав эрнипех ĕçлет. С.А. Яковлева библиотекарь
вĕренекенсене кулленех курава тăратнă кĕнеке-журналпа паллаштарать. Ачасене кĕскен
И.Я.Яковлев кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн Улăп пулнине ăнлантарать. И.Я.Яковлев пултарулăхĕ
литература ĕçĕнче те пысăк вырăн йышăнать. Унăн «Ача-пăча калавĕсем» ятлă
кĕнеки ăса вĕрентекен хайлавсемпе пуян. Çавăн пекех «Чăваш халăхне панă халал»
та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Куравпа паллашма ачасем пĕрерĕн те, класĕпе те пыраççĕ.
Интересленеççĕ, ытларах пĕлме тăрăшаççĕ.