Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех Çĕр-аннемĕр кунне
паллă тăваççĕ. Чăвашсем мĕн авалтан Çĕр-аннемĕре хисепленĕ. Çавăнпа пирĕн мăн
асаттесем çут çанталăкпа пĕр килĕшÿре пурăннă, çĕре сиен тăвасран хăранă, унăн
пулăхне ÿстерме тăрăшнă. Чăваш çыравçисен хайлавĕсен тытăмĕнче те хура çĕр сĕткенĕ,
халăх философийĕ, ĕç çыннин нисепĕ тата этеплĕхĕ тĕпре пулни куç кĕрет. Чылай
поэт сăвви-поэмин кĕввинче тăван çĕр сасси ытарлăн та хăватлăн илтĕнет. Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май Мăн
Явăш шкулĕнче вĕренекенсем Çĕр-аннемĕр кунне халалланă литература сехетне чăвашла
ирттерме шутларĕç. Сăмах ăстисен Çĕр-аннемĕр сассин илемне туйса илме май
паракан хайлавĕсене суйласа илсе вуларĕç, тишкерчĕç. Вĕсем хушшинче: Геннадий
Волковăн „Ылтăн çĕр”очеркĕ, Марфа Трубинан „Шĕшкĕ” юмахĕ, Ухсай Яккăвĕн сăввисем.
Кашниех вĕсем çамрăксене çут çанталăкăн пурлăхĕпе
илемне упрама, çĕре юратма, унăн чăн-чăн тусĕсем пулма вĕрентеççĕ. Ачасем Ухсай Яккăвне мĕншĕн „Çĕр чĕлхин
поэчĕ”, „Çĕр поэчĕ” тенине те пĕлчĕç. Литература сехечĕ интереслĕ те усăллă
иртрĕ.