Эпир Тăван
çĕр-шыв, тăван кĕтес çинчен час-часах калаçусем ирттеретпĕр. Тăван çĕр-шывран
хакли нимĕн те çук тетпĕр. Сăвăçсем вара хăйсен юратăвне сăвăсенче палăртаççĕ.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Маншăн пуринчен хакли,
Вăл – юратнă юхан шыв, Илемли те çывăххи -
Симĕс улăх, чечексем,Тăван ен, тăван анне,
Йывăçсемпе кайăксем. Симĕс чăрăш, вĕрене...
Петĕр Хусанкай
Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май çитĕнекен ăрăва
патриотла воспитани парас, Тăван çĕр-шыва савма, хамăрăн паллă çынсемпе
мухтанма кирлине ăнлантарас тĕллевпе 9 класра ачасем „Эсĕ Чăваш Республики
çинчен пăлетĕн-и?” кроссворд ыйтăвĕсене хуравларĕç. Тăван республикăри хуласем,
юхан шывсем, паллă çынсем, ÿсен-тăран, чĕр чунсем, вĕçен кайăксем çинчен пулчĕç
ыйтусем. Ыйтăвĕсем çăмăлах мар. Çак кроссвордпа ĕçлесе тăххăрмĕшсем Чăваш
Республики çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетсе хăварчĕç, тавра курăма
ытларах аталантарма кирлине палăртрĕç. Тăван çĕр-шыв пуянрах, илемлĕрех,
тасарах пуласси пирĕнтен те нумай килет. Çавăнпа та яланах усăллă ĕç тума
тăрăшмалла.