„Чиперук” конкурс

„Чиперук” конкурс



Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр,
Чăваш юррийĕ ян янратăр!
Пехил сана, сăваш ачи!
Санра çĕр-шывăн пуласси.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Вăл çуралнăранпа кăçал 175 çул çитрĕ. Çак куна халалласа пирĕн шкулта „Чиперук” конкурс иртрĕ. Тупăшăва 4-5 класри хĕр пĕрчисем хутшăнчĕç. Чиперуксем хăйсемпе паллаштарчĕç. Ашшĕ-амăшне, тăванĕсене чунтан юратни сисĕнет вĕсен сăмахĕсенче. Чăвашла яка калаçма тăрăшаççĕ конкурса хутшăнакансем. Вĕсем ăс-хакăлтан та пуян пулни курăнчĕ. Çавнашкалах куракансене ал ĕç тума пĕлнипе тыткăнларĕç. „Ĕçĕ çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăршăн”,- тенĕ ваттисем. Тĕрлĕ ĕç тума пĕлни пурнăçра яланах кирлĕ пулать. Ку сăмахсене çирĕп асра тытни сисĕнет. Хĕр ачасем малалла чăваш тумне кăтартрĕç тата ун çинчен каласа пачăç. Чăваш хĕрупраçĕ мĕн авалтанпах хитрелĕхе юратнă, тĕрĕ-эрешпе аппаланнă, çипуçне тенкĕ-шăрçапа капăрлатнă. Çÿçне çивĕт туса тирпейленĕ. Пултарулăх конкурсне те хастар хутшăнчĕç, хăйсене сцена çинче тытма пĕлнипе савăнтарчĕç. Конкурс вĕçĕнче вара пурте пĕрле ташларĕç. Чиперуксем пурте тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Уяв каçне ял библиотекин ĕçченĕ Григорьева Л.В. та хутшăнчĕ. Ачасене И.Я. Яковлевăн кун-çулĕ, унăн манăçми паха ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Ал ĕç конкурсĕ вăхăтĕнче çăм арлама вĕрентрĕ. Конкурса 8 класра вĕренекен Тихонова Дарья тата Бобров Геннадий ăста ертсе пычĕç. Уяв пурне те тав тунипе тата уяв ячĕпе саламланипе вĕçленчĕ.