Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырасси халĕ йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Эпир, Мăн Явăш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, кăçал та çак юхăма хутшăнмасăр юлас мар тесе шутларăмăр. Пирĕнпе пĕрле диктант çырма Мăн Явăш ял библиотекин ĕçченĕ Григорьева Л.В. та хаваспах килĕшрĕ. 2023 çулхи диктанта Чăваш чĕлхи кунне, Иван Яковлевич Яковлев Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Текста Юхма Мишши çырни тăрăх йĕркеленĕ. Каллех шухăша яракан текст. Тăван халăхĕшĕн улăпла пысăк ĕç тунă çынсен шучĕ тĕнчипе те темиçе кăна. Вĕсен ретне Иван Яковлевич Яковлев кĕрет. Чăваш халăхне çутта кăларас тĕллевпе Иван Яковлевич Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă, чăваш çырулăхне тунă, питĕ нумай пултаруллă учитель вĕрентсе хатĕрленĕ, чăваш литературин никĕсне хывнă. Тăван халăхĕн чĕлхине питĕ юратнă, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнă. „Иван Яковлевич Яковлев çутта кăлараканăн ятне çамрăк ăру яланах асра тытать. Çутлăх паттăрĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн ĕмĕр манми чи çутă çăлтăр”, – çак сăмахсемпе вĕçленет текст. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Çапла пултăр!