Мӗн тӗрлӗ кӑна вӑйӑ вылямаҫҫӗ пулӗ ачасем! Кашнин юратнӑ вӑййи (е
вӑййисем) пур. Вăйă вăл – савăнăç, туслăх, вăй-хал, юлташсемпе хутшăнни,
сывлăха çирěплетни. Чăваш
чĕлхипе литература эрни пынă май пуçламăш класс ачисем чăваш ача-пăча вăййисемпе паллашрĕç. Кружока çÿрекенсем хаваспах тĕрлĕ вăйă
вĕренчĕç, выляса пăхрĕç. «Шăрпăкла» вăйă вĕсене ытларах килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен
кунта пĕр-пĕрне тĕрлĕ ĕç хушма, ыйтусем пама, сăвă-такмак калаттарма пулать. Чăваш чěлхи питě илемлě вăл, ачаш,
янăравлă та çепěç. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, вăйăсем выляса эпир унăн
илемне туйма вěренетпěр. Шăпах тěрлě вăйăсемпе паллашса, пěр-пěринпе хутшăнса,
калаçса эпир хамăра тирпейлě тытма хăнăхатпăр. Вăйăри хутшăну, сăвă-такмак пире
аттепе анне чěлхине юратма, ăна упрама вěрентет.