Пĕтĕм чăваш диктантчĕ

Пĕтĕм чăваш диктантчĕ



Пĕтĕм чăваш диктантне çырмасан тем çитмен пек, тăван чĕлхе умĕнчи тивĕçе пурнăçламан пек туйăнать. Ку ырă йăла чунах кĕрсе вырнаçрĕ пулас. Кăçал та эпир, Мăн Явăш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, Мăн Явăш ял библиотекин ĕçченĕ çак юхăма хутшăнмасăр юлас мар терĕмĕр. Яланхи пекех чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмне пуçтарăнтăмăр, çырма хатĕрленсе лартăмăр. Малтанхи çулсенче хамăр туйăмсене çав тери пăлханса та шавлă палăртаканччĕ, халĕ вара лăпкăн шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр. Хăнăхрăмăр пулмалла. Диктант теми кашни çул çĕнни, шухăша яраканни. Кăçалхи текст ячĕ – „Чăваш вăрманĕ”. Ку диктант текстне Çемен Элкер çырни тăрăх йĕркеленĕ. Шăпах кăçал Чăваш Енре иртекен экологи культурипе тата ҫут ҫанталӑк пурлӑхĕпе типтерлӗ усӑ курмалли çулталăк ятпа иртекен çулшăн актуаллă ку тема. Вăрмана лайăх пăхса ÿстерме, унпа тирпейлĕн усă курма хистет. „Вăрман халăха темĕн чухлĕ усă кÿрет. Вăрман вăл – çĕр-шыв илемĕ”, – тет автор.