Тӑван чӗлхепе литература тата культура эрни

Тӑван чӗлхепе литература тата культура эрни



Пирӗн шкулта тӑван чӗлхепе литература тата культура эрни пырать.


Тӑван чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх?


Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, ҫуркунне ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кашни хӗрачан ҫак уява тӗрлесе ҫӗленӗ тумпа, ҫӗнӗ юрӑпа тухмалла пулнӑ. Кӗввине те, сӑввине те, кӗпине те хӑех вӑрӑм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ.


 Ҫамрӑксем илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ, хитре кӗписен ӳкерчӗкӗсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнӑ. Ҫапла вара, сӑмахӗсем, юррисем, тӗррисем ҫулсерен хушӑнса пынӑ.


Чӑваш халӑхӗн тумӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр эпир паян кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе. Ӗҫре, уявра тӑхӑннисем, вӗсен тӗрӗ-эрешӗ, капӑрлӑх япалисем... Кашни япалан чӑвашла, вырӑсла ячӗсене аса илтӗмӗр.


Шкулта музей пурри питӗ аван иккен. Пурте алӑ айӗнче, куҫ умӗнче.
Тӑван ен культурине вӗрентекен Яковлева С.А. ачасемпе питӗ тарават пулчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.


Тӑван чӗлхепе калаҫмалла, ӑна манмалла мар терӗ.