Пирӗн тӑван чӗлхе сӗм авалхи чӗлхесенчен пӗри. Тӑван чӗлхепе тӗрӗс калаҫасси - ҫыннӑн культура шайӗ.
Ачасем - халӑхпа ҫӗр-шыв пуласлӑхӗ. Вӗсене тӑван чӗлхене юратма вӗрентесси хальхи вӑхӑтри ҫивӗч ыйтусенчен пӗри шутланать. Ку ӗҫе ача ҫуралсанах килте, кайран ача сачӗсемпе шкулсенче куллен туса пымалла. Ҫакӑнта вара ача-пӑча сӑмахлӑхӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк.
Чӑваш халӑхӗн ача-пӑча сӑмахлӑхӗ чухӑн мар. Ҫамрӑк ӑрӑва пӑхса ӳстерес тата ӑс парас ӗҫре унпа усӑ курма меллӗ.
Ача выляса ӳсет теҫҫӗ. Ӑна ӳт-пӳ тата ӑс-хал енчен ӳссе аталанма хускану вӑййисем те, сӑмах вылявӗ те питӗ кирлӗ.
Мӑн Явӑш шкулӗн 5 класӗнче вӗренекен ачасем паян аслӑраххисем пулӑшнипе ӗлӗкхи ача – пăча вăййисене аса илчӗҫ, выляса пăхрӗҫ. Шут сӑввисемпе паллашрӗҫ. Уйрăмах ачасене «Ят пӗлмелле» вăйă килӗшрӗ. Ку вӑййа вӗсем темиҫе хут та вылярӗҫ.
Чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ - ачасем пěчěкренех тăван халăх культурине, юрри-ташшине, сăмахлăхне пěлсе ӳснинче.