"Пӗтӗм чӑваш диктантне"

"Пӗтӗм чӑваш диктантне"



Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.


Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать.
Тӑван чӗлхене юратакан ҫынсемшӗн "Пӗтӗм чӑваш диктантне" ҫырасси сумлӑ ӗҫ шутланать. Ҫак диктанта ҫырас юхӑма хутшӑнакансем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ.
Эпир те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗ, яланхи пекех, ку ырӑ ӗҫе хутшӑнмасӑр юлма пултараймарӑмӑр.


Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах тӑван халӑхӑн чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑ, ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлне-хӗрне диктант сӑн-сӑпачӗ пулма палӑртаҫҫӗ.


Кӑҫал «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасовӑна палӑртнӑ.


Диктант тексчӗ чӑвашсем ытти халӑхсемпе туслӑ пурӑнни ҫинчен. Ӑна Алиса Миронова ҫырса хатӗрленӗ.


Ҫак диктанта ҫырма хутшӑнни пирӗншӗн хамӑрӑн пӗлӳ шайне тӗрӗслесе пӑхни кӑна мар, тӑван чӗлхене хисепленине пӗлтерни те.